Чӗмпӗрте тӑван чӗлхе вӗрентӳҫисен конкурсӗ иртрӗ. Ӑна облаҫри вӗренӳ министерстви тата облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА) йӗркелерӗҫ. Унта тутар, мӑкшӑ, чӑваш халӑх ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Кашни наци уйрӑммӑн ӑмӑртрӗ. Чӑвашсен конкурсне ултӑ вӗрентӳҫӗ суйласа илнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр хулинчи 55-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Марышева (вӑл Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Хайпӑла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшӗ — Валентина Киргизова (Димитровград хули). Светлана Телеева (Чӑнлӑ районӗ, Анат Тимӗрҫен ялӗ) виҫҫӗмӗш пулчӗ.
Мала тухакана УОЧНКА ҫумӗнчи усламҫӑсен «Эртел» ушкӑн арӗсем ноутбук парнелерӗҫ. Ыттисем те парнесӗр юлмарӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансене Шупашкартан пынӑ ЧНК президенчӗн ҫумӗ Валентин Абрамов та парнесем парса чысларӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи И.Я.Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществи — регионти ҫӗнӗ саманари чӑваш наци юхӑмӗнчи пӗрремӗш пӗрлешӳ. Пӗрремӗш председатель И.С.Кирюшкин пулнӑ. Ҫак общество тӑрӑшнипе «Канаш» хаҫат, чӑвашла телекӑларӑм уҫӑлнӑ, ытти ӗҫсем пуҫланнӑ.
Ҫак кунсенче общество правленийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта С.Г.Ярославская хӑйне председатель ӗҫӗнчен хӑтарма ыйтрӗ. Правлени членӗсем ун ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ.
Обществӑн ҫӗнӗ председателӗ пулма Алексей Алексеевич Мордовкина суйларӗҫ.
2011 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫей чӑвашӗсен Акатуйӗ иртет. Унччен маларах виҫӗ кун Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пулаҫҫӗ. Уявӑн йӗркелӳ комитетне Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Иванович Морозов ертсе пырать. Ҫак кунсенче вӑл лару ирттерчӗ.
— Уява питӗ чаплӑ ирттерес килет. Унта пӗтӗм тӗнчери паллӑ чӑвашсене, чапа тухнӑ ҫынсене пуҫтарасчӗ. Акатуйра кашни чӑваш хӑйӗн халӑхӗпе мӑнаҫланма пултартӑр. Тен, Акатуя килме Раҫҫей Президентне е премьер-министрне йыхрав ярӑпӑр. Ун пек тума вара уява ҫӳллӗ шайра ирттермелле. Халӗ эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсенчен сӗнӳсем кӗтетпӗр — Акатуй лайӑх ирттӗр тесен программӑна ҫӗннине мӗн кӗртме пулать? — терӗ С.И.Морозов.
Акатуй программинче: профессионал артистсен тата пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем, лашасене чуптарасси, кӗрешӳ, тӗрлӗ конкурссем тата вӑйӑсем...
Хутшӑнакансен шучӗ — 2 пин ҫын, куракансем — 30 пин.
Хӑвӑрӑн сӗнӗвӗрсене 8-842-2-41-12-80 тата 8-842-2-30-03-91 инҫесас (ҫаках телефакс) номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пултаратӑр.
Утӑн 17-18-мӗшӗченсе Чӗмпӗр облаҫӗнчи Павловка посёлокӗнче Регионсем хушшинчи националлӑ культурӑсен «Поволжская глубинка-2010» фестиваль XII хут иртӗ.
Чӑваш Енрен унта Каншел ялӗнчи (Патӑрьел районӗ) Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ кайӗ. Ушкӑн 1993 ҫулта Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ Владимир Верликов йӗркеленнӗ. Ушкӑнра тӗрлӗ ҫулти, тӗрлӗ профессипе ӗҫлекен ҫынсем юрлаҫҫӗ. Репертуарта — анатри чӑвашсен юрри, ташши, кӗвви. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑча ушкӑнӗ те пур — унта шкул ачисем хутшӑнаҫҫӗ.
«Ҫӑлкуҫ» республикӑра, регисонсем хушшинче иртекен фестивальсен лауриачӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайрӗҫ те ҫулҫӳревҫӗсем, паян, утӑн 9-мӗшӗнче, вӗсен чунҫӳревӗ вӗҫленчӗ. Чунҫӳрев-2010 чӑвашпа ҫыхӑннӑ нумай вырӑна ҫитсе курчӗ — Тикеш, Ешӗл (ку хулаша ҫавӑн пекех Элшел, Ишлӗ ятсемпе асӑнни тӗл пулать), Пӑлхар, Сӑвар, Пӳлер хулашӗсенче пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем Кӑнна Кушкинче тата Слакпуҫра концерт пачӗҫ; Ешӗл хулашӗнче юпа лартрӗҫ; Силпи ял вырӑнӗ ҫумӗнче ҫӗнӗ пура вырнаҫтарчӗҫ; «Шуҫӑм» ансамблӗ валли клип материалӗсем ӳкерчӗҫ; чӑвашӑн чылай чаплӑ ҫыннисен вил тӑприсем ҫине (Андриян Николаев, Митта Ваҫлейӗ, Энтри Турхан, Анатолий Миттов, Николай Ашмарин, Николай Никольский) ҫитсе вӗсене пуҫ тайрӗҫ; Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗнчи шывпа сапӑнчӗҫ; Пӳлерти киреметре чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.
Паня, утӑн 4-мӗшӗнче, Чунҫӳрев-2010 черетлӗ 21-мӗш ҫулҫӳреве тухать.
Чунҫӳревпе кӑсӑкланакансем унти ӗҫсем епле пынипе, ҫулҫӳревҫӗсем халӗ ӑҫта ҫитнине КУНТА пӗлме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ сайтри кун кӗнеки ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнчех тулса пырӗ — ҫула тухайманнисем хӑйсене вӗсемпе пӗрле пулнӑ пек туйса илейреҫҫӗ.
Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.
Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чӑвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккӗмӗшӗнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревҫӗсем Пушкӑрта ҫитиех каяҫҫӗ.
Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаҫҫӗ: Митта Ваҫлейне, Г.
«Хыпар» хаҫат Элӗкре чӑваш эстрада юррисен регионсен хушшинчи «Вирьял шевлисем» черетлӗ фестивалӗ иртни пирки пӗлтерет. Ӑна ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви, республикари Халӑх пултарулӗх ҫурчӗн пулӑшӑвӗпе Элӗк район администрацийӗ йӗркелет. 15 ҫул хушшинче унта 2500 юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӗсем — Чӑваш, Тутар, Мари республикисенчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен.
Эстрада юрӑҫисене Элӗк район пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Виктор Бондарев тата ыттисем саламланӑ.
Фестивале Чӑваш, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи 16-35 ҫулсенчи 23 юрӑҫ хутшӑннӑ. Гран-прие Патӑрьел районӗнчи Алина Кудрявцева тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Анастасия Михайловӑна, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елена Васильевӑна, Тутар Республикинчи Ирина Морозкинӑна I, II, III степень Дипломсемпе чысланӑ. Куракансен кӑмӑлне кайнӑ Оксана Ласточкинӑна (Комсомольски районӗ), Алевтина Самаринӑна (Ҫӗмӗрле районӗ), Лира Ковалевскаяна (Вӑрмар районӗ) ятарлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ.
Нарӑсӑн 12-13-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑваш эстрада юррисен черетлӗ XI «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурс иртӗ.
Кӑҫал 40 ҫын ытла хутшӑнать. Ӑмӑртун пӗтӗмлетекен турне пурӗ 16-35 ҫулсенчи 30 юрӑҫ (Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Сарӑту хулипе облаҫӗ) тухнӑ. Ку тура тухиччен вӗсем маларах вырӑнти ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе мала тухнӑ.
Пӗтӗмлетӳ турӗ нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Юрӑҫсен ӑмӑрту валли эстрада юррипе (поп, джаз, этно-поп) хальхилле кӗвӗлесе илемлетнӗ халӑх юрри хатӗрлемелле. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче гала-концент пулӗ, вӑл 18 сехетре пуҫланӑ. Курма килекенсем ҫӗнтерӳҫӗсен пултарулӑхӗпе тепӗр хут паллашӗҫ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенни — Чӑваш наци конгресӗ. Конкурса ирттерме Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министерстви тата Вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви пулӑшаҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чанлӑ районӗнчи Покровски ялӗнче Инди буйволӗсем пуранаҫҫӗ. Вӗсене темиҫе ҫул каялла «Новая жизнь» («Ҫӗнӗ пурнӑҫ») хуҫалӑх пуҫлӑхӗ Геннадий Мулянов (вӑл чӑваш) Пенза облаҫӗнчен илсе килнӗ — пӗр вӑкӑр тата икӗ ӗне. Халӗ буйволсем — улттӑн. Ӗнисем кашни ҫулах парулаҫҫӗ. Пурте пӗрле ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен сӗчӗ ӗненнинчен икӗ хут ҫуллӑрах. Ку чӗрчунсем нимле апата та тиркемеҫҫӗ, улӑмпа пурӑнма та пултараҫҫӗ. Буйволсене курма тавраран ҫын нумай килет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат (Чӗмпӗр)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |